Администрация Красночетайского муниципального округа
Хисеплӗ Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсемпе тыл ӗҫченӗсем, ентешсем!
Сире пурсӑра та аслӑ та çутă уявпа — Ҫӗнтерӳ кунӗпе пӗтӗм чӗререн саламлатӑп!
Ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗ - пирӗн ҫӗршыв историйӗнчи сӑваплӑ кун, паттӑрлӑх, ҫирӗплӗх тата Тӑван ҫӗршыва чикӗсӗр юратнин символӗ. Ҫак кун ӑрусене пӗрлештерет, Тӑван Ҫӗршыв ирӗклӗхӗпе никама пӑхӑнманлӑхне хӳтӗлекенсен паттӑрлӑхне аса илтерет.
Пире пурнӑҫпа малашлӑх парнеленӗ ветерансен паттӑрлӑхӗ умӗнче эпир чунтан тав туса пуҫ таятпӑр. Вӗсен паттӑрлӑхӗпе харсӑрлӑхӗ пирӗншӗн яланлӑхах чӑн-чӑн патриотизм тӗслӗхӗ пулса юлӗ.
Паян, Раççей каллех хӑйӗн ирӗклӗхӗпе пурнӑҫ правине хӑрушӑ тӑшманран хӳтелет. Пирӗн салтаксем, хӑйсен çирĕплĕхĕпе паттӑрлӑхне кӑтартса, лартнӑ задачӑсене ӑнӑҫлӑ пурнӑҫлаҫҫӗ. Эпир вӗсене ӗненетпӗр. Вӗсем ҫӗнтерессе пӗлетпӗр. Ҫак куна ҫывхартас тесен, эпир мӗн кирлине пурне те тӑвӑпӑр.
Пурне те ҫирӗп сывлӑх, ырлӑх, тӑнӑҫлӑх, мирлӗ пурнӑҫ сунатӑп. Пирӗн ҫӗршыв ҫийӗнчи тӳпе яланах таса пултӑр, кашни ҫуртрах телей, килӗшӳ, пӗр-пӗрне ӑнланни хуҫалантӑр!
Ҫӗнтерӳ кунӗ ячӗпе!
#Иван_Михопаров
#ДеньПобеды Если у вас установлено приложение,
вы можете сразу перейти в канал