МБОУ "Норваш Шигалинская СОШ" Батыревского МО Чувашской Республики

@id2103006030_gos
Фото 💥 Паян, 2026 ҫулхи авăн уйăхĕн 8-мӗшӗ – В.В. Путин Президент Указĕпе килĕшÿллĕн Раҫҫей Федерацийӗнчи халӑх чӗлхисен кунĕ шутланать. 📌«Раҫҫей – халӑхсен ҫурчӗ» проекта тĕпе хурса хамăр çĕр-шыв талккăшĕпех Раҫҫей халӑхӗсен чӗлхисемпе диктант иртрӗ. Унăн тĕп темине Раҫҫей халӑхӗсен пӗрлӗхӗн Ҫулталӑкне халалланă. Диктанта 21 чĕлхепе ҫырма май пулчĕ. Пирĕн вĕренекенсем те çак акцие хастар хутшăнчĕҫ. Саккăрмĕш класс ачисем Л.В.Павлова вĕрентекенпе пĕрле авар чĕлхинчен куҫарнă текста чăвашла тăрăшсах ҫырчĕҫ. Тăван чĕлхе ҫинчен ҫырнă текст пурне те килĕшрĕ. 🔥Тӑван чӗлхем! Эсӗ манӑн мул-пуянлӑхӑм, пур чир-чӗртен те сиплекен эмел. Манӑн чӗрере нумай юрӑ-кĕвĕ янӑрать. Ку сасӑ – эсӗ, тӑван чӗлхем.
Если у вас установлено приложение,
вы можете сразу перейти в канал