Чувашская газета "Урал сасси"

@ursassi
Фото Инвестор 2028 çул тĕлне туристсен базине уçĕ Пушкăртстан правительстви «Авинаут» компанин пуçарăвне ырламалли тата пулăшмалли çинчен çирĕплетекен килĕшÿ тунă. Компани 2028 çул тĕлне Архангельск районĕнче туристсен базине хăпартма палăртать. Проект чи кирлисен статусне илнĕ, компани налук çăмăллăхĕсене тивĕçĕ, çавăн пекех çĕр лаптăкне аукцион ирттермесĕр арендăна илĕ. Асăннă база 160 хăнана вырнаçтарма пултарĕ. Ун территоринче хăна çурчĕ, административлă корпус, 28 бунгало (пĕр çемье валли пысăк мар çурт), ресторан тата конференци зони пулĕ. Проект хакĕ 120 млн тенкĕпе танлашĕ. Комплекс территоринче 10 çын ĕçлĕ.
Если у вас установлено приложение,
вы можете сразу перейти в канал