Чувашская газета "Урал сасси"
Пушкăртстан Пуçлăхĕ Полина Дмитриева гимнасткăпа унăн тренерне чысланă
Республикăн управлени центрĕнче (ЦУР) иртнĕ правительствăн черетлĕ канашлăвĕнче республика Пуçлăхĕ Радий Хабиров савăнăçлă лару-тăрура Европа шайĕнчи ăмăртура спорт гимнастики енĕпе çĕнтернĕ Полина Дмитриевапа унăн наставникне Елена Кайгулована саламласа чыслав процедури йĕркеленĕ.
Елена Кайгулова Пушкăртстан Республикин Хисеп хутне тивĕçнĕ пулсан, Полина Дмитриева çамрăк спортсменка - ПР Пуçлăхĕн Тав çырăвне. Çавăн пекех Радий Хабиров çамрăк гимнасткан ашшĕ-амăшне, Антонинăпа Юрий Дмитриевсене, тав тунă.
«Эсир маттурсем. Лайăх та çирĕп çемье, çакăн пек пултаруллă çăлтăр çитĕнтернĕ. Республика хамăрăн спортсменсен çитĕнĕвĕсемпе мăнаçланать», - тенĕ регион ертÿçи.
Аса илтеретпĕр: Вун тăватă çулхи Полина Дмитриева Хорватире Европа шайĕнчи ăмăртура спорт гимнастики енĕпе вăй виçне. Çтерлĕри спорт шкулĕн вĕренекенĕ çийĕнчех пилĕк награда çĕнсе илнĕ: тăватă ылтăн тата пĕр кĕмĕл медаль. Если у вас установлено приложение,
вы можете сразу перейти в канал