Чувашская газета "Урал сасси"
Тутар Улканĕнче çĕнĕ ФАП хăпартаççĕ
Туймазă районĕнчи Тутар Улканĕ ялĕнче паянхи саманана тивĕçтерекен модульлĕ фельдшерпа акушер пункчĕ хăпартаççĕ. Строительсем лапама хатĕрленĕ, никĕсне хывнă, шамбо вырнаçтарнă. Ĕçсем графикпа килĕшÿллĕн пыраççĕ.
Унччен маларах ялта ФАП пулнă, анчах вăл юхăннă. Çĕнĕ медицина учрежденийĕ ял хутлăхĕнчи 700 çыннăн сывлăхне тимлесе тăрĕ. Çав шутра Чăваш Улканĕ ялĕнче пурăнакансене те медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерĕ.
Строительство ĕçĕсем «Вăрăм та хастар пурнăç» наци проекчĕн витĕмĕпе пурнăçланаççĕ. Если у вас установлено приложение,
вы можете сразу перейти в канал