Чувашская газета "Урал сасси"

@ursassi
Фото Ача сачĕсенче тăван чĕлхене вĕрентĕç ПР Пуçлăхĕ Радий Хабиров Правительствăн республикăна ертсе пыракан центрĕнче иртнĕ оперативлă канашлăвĕнче ача сачĕсенчи вĕрентÿ программине тăван чĕлхене вĕрентессине кĕртесси çинчен каланă. Регион ертÿçи çак ыйтăва тăван чĕлхене алла илме пулăшакан тăван чĕлхен çамрăк вĕрентекенĕсемпе иртнĕ тĕл пулура сÿтсе явни пирки пĕлтернĕ. «Нумаях пулмасть ача сачĕсене кĕрсе тăван чĕлхене вĕрентесси пирки калаçма шутларăмăр», - тенĕ Радий Хабиров правительствăн премьер-министрĕн пĕрремĕш çумне Урал Кильсенбаева.
Если у вас установлено приложение,
вы можете сразу перейти в канал