Чувашская газета "Урал сасси"

@ursassi
Фото Пирĕн вăй - пĕрлĕхре Шаран районĕнчи Тÿртÿллĕ ялĕнче çар госпиталĕ валли япаласем пухас енĕпе ыркăмăллăх акцийĕ иртнĕ. Акцие Шаран районĕнчи хĕрарăмсен Канашĕн ертÿçи Ляйсан Гибатова ертсе пынипе йĕркеленĕ. Ырă ĕçе Тÿртÿллĕ ялĕнчи «Тÿртÿллĕ управçи» («Оберег Дюртюлинский», ертÿçи - Разифа Никифорова) волонтер клубĕн пайташĕсем пысăк тÿпе хывнă. Тÿртÿллĕ ялĕнче пурăнакансем хăйсен паттăр ентешĕсене пулăшас енĕпе чăн-чăн уçă кăмăл, тăрăшулăх кăтартнă. Шаран районĕнчи хĕрарăмсен Канашĕ ыркăмăллăх акцийĕ ирттерме сĕнсен ăна ялти мĕнпур хастар пулăшнă. Тÿртÿллĕсем ятарлă çар операцийĕн хастарĕсене пĕрремĕш çул çеç пулăшмаççĕ, вырăнти волонтерсен клубĕ çĕршер метр маскировка сечĕсем, икçĕр ытла блиндаж çурти, çĕршер мăшăр хурăн милĕкĕ çыхса фронта ăсатнă, вуншар посылка пухнă. Ĕç малалла пырать. Тĕплĕнрех пĕлме - https://ursassi.ru/
Если у вас установлено приложение,
вы можете сразу перейти в канал