Чувашская газета "Урал сасси"

@ursassi
Фото Пушкăртстанри ĕçпе тивĕçтерекенсен 24 млн тенкĕ штраф тÿлеме тивнĕ   Вунă уйăх хушшинче республикăри ĕçпе тивĕçтерекенсен ĕçлекенсен ĕç прависене пăснăшăн 24 миллион тенкĕ штраф тÿлемелле пулĕ. Паянхи кун тĕлне 17 миллион тенкине шыраса илнĕ. Патшалăх ĕç инспекцийĕ енчен те постановление алă пусса çирĕплетнĕ хыççăн штрафа 20 кун хушшинче тÿлесен, штраф виçин çуррине çеç тÿлемелле пулать тесе ăнлантарса панă. Анчах та ĕçпе тивĕçтерекенсем чылай чухне çакна шута илмеççĕ, вăхăтра тÿлемеççĕ,  çавăнпа та туллин саплашма тÿр килет. Тепĕр чухне çирĕплетнĕ йĕркене пăхăнманнине пула  çак виçе икĕ хут та ÿссе каять. Унсăр пуçне ĕç паракана 15 талăка арестлеме е 50 сехет патшалăхшăн тÿлевсĕр ĕçлеттерме пултараççĕ. Штраф виçин çуррине тÿлемелли тапхăр постановление алă пусса йышăну тунă  кунран пуçланать.
Если у вас установлено приложение,
вы можете сразу перейти в канал