Чувашская газета "Урал сасси"

@ursassi
Фото Укçа вăрланăшăн 6 çула ирĕксĕр хăварасшăн Абзелил районĕнчи Селивановский ялĕнче 29 çулхи хĕрарăм 19 çулхи тăванĕн  900 пин тенкине вăрланă. Сĕтел хушшинче пĕрле хăналаннă хыççăн арçын çывăрса кайнă. Инкĕшĕ, вилнĕ пиччĕшĕн мăшăрĕ, меллĕ самантпа усă курма шут тытнă. Телефон парольне пĕлекенскер çамрăк каччăн счетĕнчен хăйĕн банк аккаунчĕ çине 880 пин тенкĕ укçа куçарнă. Çухатăва асăрханă  хыççăн инкек тÿсни полицие çитнĕ. Йĕрке хуралçисем вăрра хăвăрт шыраса тупнă. Хĕрарăм хăй айăпне йышăннă. Укçан пĕр пайне – 580 пин тенкĕ – тавăрса панă, ыттисене тăкаклама ĕлкĕрнĕ. Тытса чарнă хĕрарăм тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă. Ăна ултă çула ирĕксĕр хăварма пултараççĕ.
Если у вас установлено приложение,
вы можете сразу перейти в канал