Чувашская газета "Урал сасси"

@ursassi
Фото Тăванăмăрсем, эпир сирĕнпе пĕрле  Урамра хура кĕрхи кунсем. Тыр-пула та, пахча çимĕçсене те тахçанах пуçтарса кĕртнĕ ĕнтĕ. Пур Раççей çынни те вĕçĕмсĕр кĕрлекен вăрçă вĕçленессе кĕтет. Кашни хĕрарăм – амăшсем, аппăшĕсем, савнийĕсем – çывăх çыннисене май пур таран пулăшма тăрăшаççĕ.  Кĕрхи кунсенчен пĕринче Пелепей тăрăхĕнчи Слакпуç ял хĕрарăмĕсем шкул столовăйне васкарĕç. Кашнин аллинче борщ хатĕрлемелли çимĕçсем: хĕрлĕ кăшман, кишĕр, сухан, помидор, пăрăç. Унсăр пуçне тип çу, тăвар, томат пасти тата ытти те.   Слакпуç хĕрарăмĕсем тăватă çул хушшинче салтаксем валли темиçе хутчен те консервланă борщ, рассольник хатĕрлесе, кил салми касса, йăва пĕçерсе малти рете ăсатнă. Хальхинче те 104 банка борщ пĕçермелли заправка тата хĕрĕх браслет хатĕрлерĕç.  Тĕплĕнрех пĕлме - https://ursassi.ru/
Если у вас установлено приложение,
вы можете сразу перейти в канал