Çĕнĕ çулта та пирĕнпе пĕрле пулăр
Хаклă туссем, 2027 çулшăн хаçат-журнал çырăнтарас кампани малалла тăсăлать. Вăл вĕçлениччен 25 кун юлчĕ. Апла пулсан паян тумалли ĕçе ырана хăварас марччĕ.
«Урал сасси» хаçата яланхи пекех почта уйрăмĕсем е почтальонсем урлă çырăнса илме пулать. Унăн хакĕ çур çула – 659 тенкĕ те 88 пус, индексĕ – П2754. Çулталăка çырăнса илес тесен 1249 тенкĕ те 82 пус тÿлемелле, индексĕ – П3362. Енчен те тĕрлĕ сăлтава пула хăвăра килĕшекен кăларăма çырăнса илме йывăрлăхсем сиксе тухсан редакцие 8 (347 86) 4-22-81 номерпе шăнкăравлăр, эпир сире пулăшма яланах хатĕр.
Хаçата çырăнса лотерея вылявне хутшăнакансем, телей пÿрсен, парнеллĕ пулĕç. Çавăнпа та сирĕн çырăнтару квитанцин копине редакцине ярса памалла. Çакăн валли тĕрлĕ мелсем пур: почта урлă çырупа, электронлă адреспа – uralsassi@mail.ru тата 8-963-46-44-44 телефонпа Ватсап е Макс çине ямалла.
В Башкирии пройдёт День открытых дверей по имущественным налогам и…
Пӑрҫа экспортне темиҫе хут ӳстернӗ Пушкӑртстан аграрийӗсем 2026 ҫулхи 10…
«Ювентус» паттăр контракта тăснă Нуриман районĕнчи Большетенькашево ялĕнче пурăнакан «Ювентус»…
Пĕр эрне хушшинче виçĕ йĕкĕреш çуралнă Ноябрь уйăхĕн 16-22-мĕшĕсенче ПР…