Чувашская газета "Урал сасси"

Пушкăртстанра 2,5 пин анне маларах тивĕçлĕ канăва кайнă

Республикăра 2026 çулта 2489 хĕрарăм страхлав пенсине маларах илме пуçланă тесе пĕлтернĕ Раççей Социаллă фончĕн регионти управленинче.

Çак йышран 1766 анне виçĕ ача çуратса ÿстернине пула (нумай ачаллă категорине кĕреççĕ) маларах пенсине тухнă. Законпа килĕшÿллĕн вĕсем 57 çулта тивĕçлĕ канăва кайнă. Тепĕр 331 хĕрарăм 56 çулта пенси тÿлевĕ илме пуçланă, вĕсем тăватшар ачаллă çемьесем шутланаççĕ. 392 анне 50 çулта пенсионер пулса тăнă, вĕсем пиллĕк е ытларах ача çуратнă.

Хĕрарăм маларах тивĕçлĕ канăва каяс тесен унăн 15 çул страхлав стажĕ пулмалла тата уйрăм пенси коэффициенчĕ чи сахалли 30-па танлашмалла.  Ĕç стажне ĕç вырăнĕнче официаллă ĕçленисĕр пуçне ачапа çулталăк çурă декрет отпускĕсенче килте ларни те кĕрет.

 Тĕплĕнрех пĕлме - ursassi.ru/

Пушкăртстанра 2,5 пин анне маларах тивĕçлĕ канăва кайнă Республикăра 2026 — фото 1
Если у вас установлено приложение,
вы можете сразу перейти в канал

Другие публикации канала Чувашская газета "Урал сасси"

Все публикации канала