Чувашская газета "Урал сасси"

Тĕп банк энергетиксене халалласа çĕнĕ укçа кăларĕ

Раççейĕн Тĕп банкĕ ноябрь уйăхĕн 27-мĕшĕнче «Ӗç çынни» серийĕнчи «Энергетик» асăнмалăх укçа кăларасси çинчен пĕлтернĕ. Укçан номиналĕ вунă тенкĕ.
Ăна хаклă мар металран хатĕрлĕç. Тимĕр укçан диаметрĕ 22 мм танлашать. Вăл пĕр миллион тиражпа тухĕ. Укçан пичĕ енне 10 тенкĕ ÿкернĕ,  тÿнтер енче электростанципе электричество линийĕн фонĕнче электромонтёр сăнланнă.

Раççейре Энергетика кунне декабрĕн 22-мĕшĕнче паллă тăваççĕ. Çав кун 1920 çулта  Раççей электрофикацийĕн патшалăх комиссийĕн  (ГОЭЛРО) планне йышăннă.

Тĕп банк энергетиксене халалласа çĕнĕ укçа кăларĕ Раççейĕн Тĕп банкĕ — фото 1
Если у вас установлено приложение,
вы можете сразу перейти в канал

Другие публикации канала Чувашская газета "Урал сасси"

Все публикации канала