Ӗнер, 2026 ҫулхи ноябрь уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн халӑх поэчӗ, фронтовик тата Пушкӑрт ҫӗрӗн аслӑ поэчӗ Яков Гаврилович Ухсай ҫуралнӑранпа
115 ҫул ҫитрӗ!
Классикӑн ҫуралнӑ кунӗ Чӑваш тӗрри кунӗпе тӳр килни - символла пулӑм. Мӗншӗн тесен унӑн поэзийӗ тӑван халӑхӑн кун-ҫулӗпе тачӑ ҫыхӑнса чӑваш тӗнчинчи кулленхи пурнӑҫа тӗплӗн ҫутатса паракан илемлӗ те тӗрлӗ тӗслӗ тӗрре аса илтерет.
Пушкӑртстанӑн Пелепей районӗнчи Слакпуҫ ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Ухсай Яккӑвӗ тӑван уй-хирӗсемпе вӑрманӗсен ӑшшине ӗмӗр тӑрӑшшӗпе ҫывӑха хурса хак панӑ, вӗсенчен вӑй-хӑват илнӗ. Ҫӗр поэчӗ хӑйӗн хайлавӗсенче - "Кӗлпук мучи", "Ту урлӑ ҫул", "Тутимӗр"- ӗҫ ҫыннине тата халӑхсен уйрӑлми туслӑхне халлалласа тарӑн шухӑшлӑ та вулакана тыткӑнлакан йӗркесем ҫырнӑ.
Эпир, паянхи ӑру, ӑна асра тытатпӑр, унӑн сӑвви-поэмисене вулатпӑр, хамӑрӑн паллӑ ентешӗмӗрпе мӑнаҫланатпӑр.
Раççейре çĕнĕ уяв пулĕ Раççей Президенчĕ Владимир Путин Пĕтĕм Раççейри…
Çтерлĕри Кĕр сăри йăхташсене йышлă пухрĕ Çтерлĕ хулинчи Чăвашсен наципе…
Чĕрĕ чулăн ăшши чĕрере те ăшă туйăмсем çуратать Анне кунĕ…
📍Права и СТС теперь можно показать через мессенджер MAX Правительство…