Чувашская газета "Урал сасси"

Чупуккаранти тĕлпулу

 Атте вилнĕ хыççăн шăпах икĕ çул иртсен, июль уйăхĕн 7-мĕшĕнче, тĕлĕк куртăм.

 Мана атте тĕнче уçлăхĕнчен вĕçсе килни çинчен пĕлтерчĕç пек. Тĕлĕнмелли нимĕн те курмарăм. «Атте мĕншĕн космоса вĕçнĕ-ха? Чирлекенскере тĕнче уçлăхне вĕçме юрать-им? Ку ăна пĕтерет вĕт. Кун пирки тухтăрсене пĕлтермен пуль», – вĕçеççĕ пуçра шухăшсем.
Тĕлĕкре хама çамрăк хĕр пек куратăп. Çăмăллăн та хаваслăн, ун пекки çамрăк чухне çеç пулать, аттене кĕтсе илме васкатăп.
Тĕлпулу вырăнĕ патне çитсе пыратăп. Илемлĕ тавралăх – Силпи улăхне аса илтерекен пĕчĕк вăрмансемпе пайланнă анлă уй-хир. Тахçан аттепе ун урлă Краснояр ялне кайнăччĕ. Анчах ку Силпи улăхĕ те мар пулас. Каярах, тăвансем патĕнче Чупуккаранта пулнă хыççăн (атте вĕсем патĕнче пулма юрататчĕ) çак вырăна тĕп-тĕрĕс аса илтĕм. Маларах çак вырăна курман пулсан та тĕлĕкре шăпах Чупуккаран тĕлленнĕ.

Тĕплĕнрех пĕлме - https://ursassi.ru/

Чупуккаранти тĕлпулу Атте вилнĕ хыççăн шăпах икĕ çул иртсен, июль — фото 1
Если у вас установлено приложение,
вы можете сразу перейти в канал

Другие публикации канала Чувашская газета "Урал сасси"

Все публикации канала